Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 15:13 - Синодальный НЗ

13 Вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ пулсан Христос та чӗрӗлмен пулать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 15:13
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, усал сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ. Фарисейсем вара ҫаксем пурте пур тесе ӗненеҫҫӗ.


Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ.


Тӗнче кӑна мар, эпир те, Святой Сывлӑшӑн малтанхи ҫимӗҫне илнӗскерсем, хамӑр ӑшра ахлататпӑр. Турӑ пире ывӑллӑха илессе, ӳт-пӗвӗмӗре ҫылӑх тыткӑнӗнчен хӑтарасса кӗтетпӗр, –


Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять?


Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан вара эпир вӗрентни те, эсир ӗненни те кӑлӑхах.


Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи.


Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр.


Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.


Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,


Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе,


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.


Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ