12 Эпир сире Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентетпӗр пулсан, епле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗри вилнисем чӗрӗлмеҫҫӗ теме хӑять?
Вилнисем чӗрӗлесси ҫинчен илтсен пухура ларакансенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ. «Эпир сана тепӗр чух та итлӗпӗр-ха», – тенӗ теприсем.
Мӗншӗн тесен саддукейсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те, ангелсем те, усал сывлӑшсем те ҫук теҫҫӗ. Фарисейсем вара ҫаксем пурте пур тесе ӗненеҫҫӗ.
Мӗнех? Нивушлӗ эсир Турӑ вилнисене чӗртсе тӑратма пултараймасть тесе шухӑшлатӑр?
Эпир пурте Ырӑ Хыпара пӗрешкел вӗрентетпӗр, эсир пурте ҫавна ӗнентӗр.
сирӗн чун-чӗрӗре лӑплантартӑр, калас ырӑ сӑмахпа тӑвас ырӑ ӗҫ валли ҫирӗплӗх патӑр.
чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ. Вӗсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, хӑшӗ-пӗрисен ӗненӗвне пӑсаҫҫӗ.