Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 15:10 - Синодальный НЗ

10 Анчах та Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ хальхи пек пулса тӑтӑм. Ӑшӑмри Унӑн ырӑлӑхӗ усӑсӑр пулмарӗ, эпӗ апостолсенчен пуринчен те ытларах вӑй хурса ӗҫлерӗм. Тепӗр тесен, вӑй хураканӗ эпӗ мар, ӑшӑмри Турӑ ырӑлӑхӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 15:10
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр мар, сирӗнти Аҫӑр Сывлӑшӗ мӗн каламаллине калаттарӗ.


Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.


Тата ҫакна ыйтам-ха: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпӗ хам та Авраам йӑхӗнчи, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни.


Хама панӑ апостол ирӗкӗпе усӑ курса сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑра мӑнна ан хурӑр; хӑвӑра сӑпайлӑн, Турӑ панӑ ӗненӳпе виҫеллӗн хаклӑр.


Эпир пурте Ырӑ Хыпара пӗрешкел вӗрентетпӗр, эсир пурте ҫавна ӗнентӗр.


Эпӗ вӗрентнине ҫирӗп тытса пырсан, ҫиелтен кӑна ӗненмен пулсан, эсир Ырӑ Хыпарпа ҫӑлӑнӑр.


Хама панӑ Турӑ ырӑлӑхне пула эпӗ, ҫурт тӑвакан ӑста пек, никӗс хыврӑм, тепри ҫав никӗс ҫинче ҫурт хӑпартать. Эпӗ хам епле ӗҫлетӗп-ши тесе, харпӑр хӑй асӑрхантӑр.


Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.


Эсӗ ыттисенчен лайӑхрах тесе кам каланӑ? Турӑ панисӗр пуҫне санӑн мӗн пур? Енчен те Турӑ панӑ пулсан, мӗншӗн эсӗ илмен пек мухтанатӑн?


Ӗнтӗ эпӗ мухтанса ӑссӑрах тухатӑп. Эсир хӑвӑр мана ҫавӑн патне ҫитертӗр. Мана сирӗн ырламаллаччӗ, мӗншӗн тесен, ним тӗшне те тӑмастӑп пулин те, аслӑ текен апостолсенчен эпӗ нимӗнпе те кая мар.


Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран.


Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.


Мӗншӗн тесен Петра ӳт кастарнисем хушшинче вӗрентме пулӑшакан Турӑ мана та ытти халӑхсем хушшинче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремешкӗн пулӑшса пычӗ.


Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.


Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.


Эй, тӑвансем! Эпир сире хӑвӑр хушшӑрта ӗҫлекенсене – Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пултармашкӑн ертсе пыракансене тата вӗрентекенсене – сума сума ыйтатпӑр.


Мӗншӗн тесен эпир чӗрӗ Турра шаннӑран тӑрӑшатпӑр, хур кӑтартнине тӳсетпӗр. Чӗрӗ Турӑ вара – пур ҫынна та, уйрӑммӑнах ӗненекенсене, Ҫӑлакан.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ