Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 15:1 - Синодальный НЗ

1 Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 15:1
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мана йышӑнман ҫынна, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫынна суд тӑваканӗ пур ӗнтӗ. Юлашки кун ҫитсессӗн, ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.


Урӑх халӑх ҫыннисем те Турӑ сӑмахне йышӑннине Иудейӑри апостолсемпе ӗненекен тӑвансем илтнӗ.


Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.


Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.


Кама мӗн тавӑрса парасси вара, эпӗ вӗрентекен Ырӑ Хыпар тӑрӑх, суд кунӗнче палӑрӗ. Ун чухне Турӑ Иисус Христос урлӑ ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене суд тӑвӗ.


Ӗненӗве пула эпир Иисус урлӑ ырӑлӑх илтӗмӗр, ҫав ырӑлӑхпа пурӑнатпӑр; Турӑ мухтавне те илес шанчӑк пурришӗн савӑнатпӑр.


Сыхӑ тӑрӑр, ӗненӳре ҫирӗп пулӑр, паттӑр та вӑйлӑ пулӑр.


Эпӗ акрӑм, Аполлос шӑварчӗ, анчах та ӳстерекенӗ – Турӑ.


Христос ӗненӗвӗнчи вӗрентӳҫӗсем сирӗн пинӗпех пулин те, аҫӑрсем сахал. Эпӗ вара, сире Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, Христос ӗненӗвӗнчи аҫӑр пулса тӑтӑм.


Эпир сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар – сире савӑнтармалӑх сирӗнпе пӗрле тӑрӑшасшӑн. Ӗненӳре вара эсир хӑвӑрах ҫирӗп.


Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.


Эсир пирӗнтен Турӑ сӑмахне илтсессӗн, ӑна этем сӑмахӗ тесе мар, Турӑ сӑмахӗ тесе йышӑнтӑр. Ҫавӑншӑн эпир тӑтӑшах Турра тав тӑватпӑр. Вӑл, чӑнах та, Турӑ сӑмахӗ. Ҫав сӑмах сирӗн чӗрере – ӗненекенсен чӗринче – хӑйӗн ӗҫне тӑвать.


Тӑвансем! Юлашкинчен эпир сире Христос Иисус ячӗпе ҫакӑн пирки тархаслатпӑр. Эпир сире Турра юрӑхлӑ епле пурӑнмаллине вӗрентсеччӗ, ҫавна сирӗн тата лайӑхрах тытса пымалла пултӑрччӗ.


Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе эпир сире хистесех ҫакна калатпӑр: наянланса пурӑнакан тӑванӑрсенчен пӑрӑнса ҫӳрӗр. Вӗсем эпир вӗрентнӗ пек пурӑнмаҫҫӗ.


Ҫак кӗске ҫырӑва Силуан пулӑшнипе ҫыртӑм. Ман шухӑшпа, вӑл сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр. Ҫырасса эпӗ сире хавхалантарас тата шантарас тесе ҫыртӑм. Мӗн калани йӑлтах – Туррӑн чӑн-чӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе калани, ҫавна эсир тытса пырӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ