Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 14:6 - Синодальный НЗ

6 Эй, тӑванӑмсем! Калӑпӑр, эпӗ сирӗн патӑра пырсан пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӑп. Ҫав хушӑрах эпӗ сире Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫса памасан, пӗлӳ памасан, пророкла калаҫмасан, вӗрентмесен сире мӗн усси пулӗ?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 14:6
32 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.


«Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.


Ҫын, пӗтӗм тӗнчене хӑй аллине илсен те, хӑй чунне сиен тусан, ӑна мӗн усси пулӗ? Ҫын хӑй чунне мӗн хакпа илейӗ?


Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ.


Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп.


Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.


Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр.


Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.


Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр.


Тӗслӗх вырӑнне кӗвӗ каламалли чунсӑр хатӗрсене – шӑхличе е кӗслене – илер. Шӑхличпе кӗсле уҫӑмсӑр сасӑсем кӑлараҫҫӗ пулсан, вӗсемпе мӗнле ҫемӗ каланине епле пӗлеес?


Сӑмах ӑсти мар пулин те, хама пӗлӳсӗр тееймӗп. Тепӗр тесен, ҫакна эпир сире тӗрлӗ лару-тӑрура тӗрлӗ майпа кӑтартса патӑмӑр.


Усӑллӑ мар пулин те, татах мухтанам-ха. Ӗнтӗ хама Хуҫа Турӑ кӑтартнӑ курӑнусемпе уҫӑлусем ҫинчен каласа парам.


Хама Турӑ нумай уҫса панипе мӑнкӑмӑлланса каясран вара чир-чӗр сӑнни ӳт-пӗвӗме витерчӗ. Мӑнкӑмӑлланса каясранах мана тертлентерме шуйттан ангелне ячӗҫ.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.


Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр.


Эппин, пирӗнтен хӑшӗ аталанса ҫитнӗ – ҫапла шухӑшлатӑр. Кам урӑхла шухӑшлать – Турӑ унӑн тӗрӗс мар шухӑшне те уҫӑмлатӗ.


Ҫынсене ҫакна асилтерсех тӑр: вӗсем хӗрӳ тавлашусене ан хутшӑнччӑр тесе Хуҫа Турӑ ячӗпе тархасла. Унашкал тавлашусем итлекенсене усӑ мар, сиен кӑна кӳреҫҫӗ.


Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.


Турӑ чурине чунпа аталанса ҫитмешкӗн, ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулмашкӑн Ҫырни пур. Ӑна Турӑ Сывлӑшӗн витӗмӗпе ҫырнӑ. Ҫырни вӗрентме те, питлеме те, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма та, тӳрӗ пурӑнмашкӑн ӳкӗтлеме те усӑллӑ.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ.


Тӗрлӗ ют вӗрентӳсем хыҫҫӑн ан кайӑр; мӗншӗн тесен ҫимелли йӑла-йӗркене тытса пыни никама та усӑ паман-ха. Кӑмӑлӑра ҫав йӑласемпе мар, Турӑ тивлечӗпе ҫирӗплетӗр.


Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.


Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.


Христос вӗрентӗвне пӑсакан, ҫав вӗрентӳпе пурӑнман кашни ҫынах Турӑсӑр тӑрса юлать. Христос вӗрентӗвӗпе пурӑнаканӑн Ашшӗ те, Ывӑлӗ те пур.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ