Леҫсе яракансем Павела Афинӑна ҫитичченех ӑсатнӑ, унтан хӑйсем каялла тавӑрӑннӑ. Павел вӗсене: «Силӑпа Тимофей хӑвӑртрах ман патӑма килччӗр», – тесе пӗлтерме хушса янӑ.
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.