31 Пурте вӗренме, хастарланма пултарччӑр тесен эсир черетпе пророкла калаҫма пултаратӑр вӗт-ха.
Тӗл пулсассӑн эпир пӗрлехи ӗненӳ вӑйӗпе хавхаланӑттӑмӑр, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулӑттӑмӑр.
Анчах та эпӗ, ыттисене ӑс парас тесе, вӗсем пӗлмен чӗлхепе чиркӳре пин-пин сӑмах каличчен ӑнланмалла пилӗк сӑмах калам.
Пророкла калаҫакан вара ҫынсене ӳкӗтлесе, хавхалантарса, лӑплантарса калаҫать.
Ларакансенчен пӗрне Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлса кайсассӑн, малтан калаҫаканӗ чарӑнтӑр.
Хӑйсене хавхалану кӳрекен сывлӑшсене пророксем итлеттерме пултараҫҫӗ.
Мӗн те пулин пӗлес тесен ун ҫинчен вӗсем упӑшкисенчен килте ыйтчӑр. Хӗрарӑм чиркӳре калаҫни килӗшӳллӗ мар.
Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр.
Эпӗ ӑна сирӗн патӑра хамӑр ҫинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятӑм.
Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп.
Ӗнтӗ ҫак сӑмахсене каласа пӗр-пӗрне хавхалантарӑр.
Ҫапла вара, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле ӳкӗтлесе, ӑс парса пурӑнатӑр, малашне те ҫаплах пулӑр.
Тӑвансем! Сире тархасласах калатпӑр: наянсене ӗҫлеме ӳкӗте кӗртӗр, хавшак чунлисене хавхалантарӑр, вӑйсӑррисемшӗн тӗрек пулӑр. Пуринпе те чӑтӑмлӑ пулӑр.
Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр.