24 Енчен те пурте пророкла калаҫас пулсан вара унта ахаль ҫын е ӗненменни пырса кӗрсен хӑйне питлесе, айӑпласа каланине илтӗ.
Лӑплантаракан Сывлӑш килӗ те – ҫылӑх ҫинчен, тӗрӗслӗх ҫинчен, суд ҫинчен тӗнче тӗрӗс мар шутланине кӑтартса парӗ.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»
Юратулӑх патне ӑнтӑлӑр. Турӑ Сывлӑшӗн парнисене, уйрӑммӑнах пророкла калаҫас пултарулӑха, илме тӑрӑшӑр.
Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха.
Турӑ Сывлӑшӗллӗ ҫын йӑлтах хаклама пултарать, ҫыннине хӑйне никам та хаклаймасть.