21 Саккунра ҫапла ҫырнӑ: «„Ҫак халӑхпа ют чӗлхепе, урӑх халӑх ҫыннисен чӗлхи-ҫӑварӗпе калаҫӑп, ун чухне те вӗсем Мана итлемӗҫ“, – тет Хуҫа Турӑ».
«Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.
сирӗн хӗрарӑмсем те чиркӳре чӗнмесӗр тӑччӑр. Вӗсен калаҫмалла мар, саккун хушнӑ пек, пӑхӑнмалла.