Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.
Эсир ӗненӗве чунпа парӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ те сирӗншӗн савӑнатӑп. Ҫапах та ман сире ҫакна калассӑм пур: ырӑ тума ӑста пулӑр, усал тума пӗлмен пулӑр.
Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.