Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Енчен те эсӗ Турра чунтан мухтаса тав тӑватӑн пулсан та, сана итлесе тӑракан ахаль ҫын: «чӑнах та, ҫапла» тееймӗ. Эсӗ мӗн каланине вӑл ӑнланмасть-ҫке-ха.
Тата сире ҫак вӑрттӑнлӑха пӗлтерем: эпир пуртех те вилместпӗр, анчах пурте улшӑнатпӑр. Улшӑнасса вара пурте пӗр самантрах, юлашки труба сасси илтӗнсенех улшӑнатпӑр. Труба кӑшкӑртсан вара вилнисем ҫӗрми чӗрӗлсе тӑрӗҫ, эпир улшӑнӑпӑр.