Коринфсем патне 1-мӗш 14:17 - Синодальный НЗ17 Ҫапла вара, эсӗ Турра тем тери мухтаса кӗлтусан та, ҫакӑ ыттисене усса пымасть. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать.