15 Апла мӗн тӑвам-ха? Турра чунӑмпа кӗлтӑвам, ӑсӑмпа та кӗлтӑвам. Турра чунӑмпа мухтаса юрлам, ӑсӑмпа та мухтаса юрлам.
Мӗскер тумалла? Ахӑртнех, халӑх нумай пуҫтарӑнать пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем эсӗ килсе ҫитнине пӗлӗҫ.
Эпӗ Унӑн Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарса Турӑшӑн чун-чӗререн тӑрӑшатӑп. Сирӗн ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланине Турӑ курса-пӗлсе тӑрать.
Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир?
Ҫакӑн пирки тата мӗн калама пулать-ха? Турӑ пире майлӑ пулсан пире хирӗҫ кам тӑрайӗ?
Мӗн каласшӑн-ха эпӗ? Пуҫҫапмалли кӗлетке е чӳк ҫимӗҫӗ мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и?
Мӗншӗн тесен пӗлмен чӗлхепе кӗлтунӑ чухне чунӑм кӗлтӑвать пулин те, ӑсӑм кӗлтума хутшӑнмасть.
Анчах та эпӗ, ыттисене ӑс парас тесе, вӗсем пӗлмен чӗлхепе чиркӳре пин-пин сӑмах каличчен ӑнланмалла пилӗк сӑмах калам.
Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Апла-и, капла-и – Христос ҫинчен таса чунпа е ячӗшӗн кӑна вӗрентсен те – эпӗ ҫапах савӑнатӑп, савӑнӑп та.
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.
Сирӗнтен кам та кам инкеке лексен, кӗлтутӑр. Кам та кам савӑнӑҫлӑ пулсан, псаломсем юрлатӑр.
Эсир вара, савнӑ тӑванӑмсем, сӑваплӑ ӗненӳре хӑвӑра ҫирӗплетӗр, Святой Сывлӑшпа килӗшӳллӗн кӗлтӑвӑр.