Коринфсем патне 1-мӗш 14:12 - Синодальный НЗ12 Эсир те, Турӑ Сывлӑшӗн парнисене илме ӑнтӑлса, чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн вӗсене ытлӑн-ҫитлӗн илме тӑрӑшӑр. အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Манӑн сире пурне те ҫапла пултарас килет: тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни аван, пророкла калаҫма пӗлни тата аванрах. Пророкла калаҫакан тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакантан ҫӳлерех тӑрать. Чӑн та, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, чиркӗве ҫирӗплетес тесе, хӑй сӑмахӗсене ӑнлантарса парсассӑн пророкла калаҫаканпа танлашма пултарать.