Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Ҫапла вара, тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫни – ӗненекенсем валли мар, ӗненменнисем валли Турӑ янӑ паллӑ. Пророкла калаҫни вара – ӗненменнисем валли мар, ӗненекенсем валли Турӑ янӑ паллӑ.