7 Юратулӑх йӑлтах каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанать, теме те тӳссе ирттерет.
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле.
ҫакӑ пире ҫӑлӑнӑҫ паракан шанчӑк. Анчах та шанни ҫитсессӗн, курӑнакан пулсассӑн, вӑл шанчӑк пулма пӑрахать. Куҫ умӗнче пуррине кам-ха шанчӑк теейтӗр?
Юратулӑх ҫирӗп тӳсӗмлӗ, хӗрхенӳллӗ; юратулӑх кӗвӗҫмест, вӗҫкӗнленмест, мӑнкӑмӑлланмасть,
Ыттисем сирӗн патӑрта ҫавнашкал ирӗкпе усӑ кураҫҫӗ пулсан, пирӗн ирӗкӗмӗр тата ытларах мар-и? Анчах та эпир ҫав ирӗкпе нихӑҫан та усӑ курмарӑмӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнатпӑр.
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ.
Ҫавӑнпа эпир Туррӑн чиркӗвӗсенче сирӗнпе мухтанатпӑр: эсир хӗсӗрлевпе хӗн-хура чӑтӑмлӑн та ӗненӳллӗн тӳссе ирттернӗшӗн сирӗнпе мухтанатпӑр.
Хуҫа Турӑ чурин хирӗҫмелле мар, пуринпе те сӑпайлӑ пулмалла, ӳкӗтлеме пӗлмелле, ҫилӗ тытмалла мар.
Эсӗ вара пур тӗлӗшӗнчен те тимлӗ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпар сар, хӑвӑн тивӗҫе пурнӑҫла.
Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар.
Илӗртсе тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ. Тивӗҫ пулсассӑн вӑл пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне илӗ. Хуҫамӑр ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ.
Пире ҫылӑхсенчен хӑтарас, тӳрӗ пурӑнтарас тесе, Вӑл пирӗн ҫылӑхсене Хӑйӗн ӳчӗпе хӗрес ҫине ҫӗкленӗ. Эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
Пуринчен те ытларах вара пӗр-пӗрне юратӑр, мӗншӗн тесен юратулӑх нумай-нумай ҫылӑха саплаштарать.