6 суяшӑн мар, чӑнлӑхшӑн савӑнать.
Чӑн калатӑп сире: ҫав ҫын, сурӑхне тупсассӑн, уншӑн ытти ҫухалман тӑхӑр вун тӑхӑр сурӑхӗнчен те ытларах савӑнӗ.
Лешсем савӑннипе ӑна укҫа пама пулнӑ.
Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансем Туррӑн тӳрӗ сучӗпе вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ, анчах ҫав ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.
Юратанҫи пулса мар, пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратӑр. Усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр.
Апла-и, капла-и – Христос ҫинчен таса чунпа е ячӗшӗн кӑна вӗрентсен те – эпӗ ҫапах савӑнатӑп, савӑнӑп та.
Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп.
Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ (вӗсем ҫинчен эпӗ сире пӗрре мар каласаттӑм, халӗ куҫҫуль витӗрех калам) хӑйсене Христос хӗресӗн тӑшманӗсем пек тыткалаҫҫӗ.
Чӑнлӑха ӗненес вырӑнне суялӑха юратакансене пурне те суд кунӗнче айӑплав пултӑр тесе Турӑ ҫапла тӑвӗ.
Санӑн хӑш-пӗр ачусем, Атте Турӑ хушнӑ пек, чӑнлӑх ҫулӗпе кайнине пӗлсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм.