Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.
Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!