25 Ҫакна Вӑл ӳт-пӳ пайӗсен пӗр-пӗрне уйӑрасси ан пултӑр, пур пайӗ те пӗр-пӗриншӗн пӗрешкел тӑрӑштӑр тесе тунӑ.
Илемсӗр, намӑс вырӑнсене тирпейлӗн хуплатпӑр, илемлине апла туни кирлӗ те мар. Анчах та Турӑ, тивӗҫсӗр текеннисемшӗн ытларах тӑрӑштарса, пӗтӗм ӳт-пӗве шайлаштарнӑ.
Ҫавӑнпа та ӳт-пӗвӗн пӗр-пӗр пайӗ асаплансан ыттисем те асапланаҫҫӗ, пӗр-пӗр пайӗ хисеплӗ пулсан ыттисем те савӑнаҫҫӗ.
Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.
Ҫапла вара, эпӗ сирӗн пата янӑ ҫырӑва хур тӑваканшӑн та, хур кураканшӑн та ҫырман, эпир Турӑ умӗнче сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни паллӑ пултӑр тесе ҫырнӑ.
Тита сирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшмалла чун-чӗреллӗ тунӑшӑн Турра тавах.