20 Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре.
Эпир те ҫавнашкалах: Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса пурте пӗр ӳт-пӳ шутланатпӑр, уйрӑмшарӑн вара пӗр-пӗринпе ҫыхӑнура тӑракан ӳт-пӳ пайӗсем пулатпӑр.
Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах.
Ӳт-пӳ вара пӗр пайран мар, нумай пайсенчен тӑрать.
Пурте ӳт-пӗвӗн пӗр пайӗ пулас пулсассӑн, ӳт-пӗвӗ хӑй ӑҫта пулӗччӗ?
«Эсӗ мана кирлӗ мар», – тесе куҫ алла калаймӗ. Пуҫ та урана: «Эсӗ мана кирлӗ мар», – тееймӗ.