19 Пурте ӳт-пӗвӗн пӗр пайӗ пулас пулсассӑн, ӳт-пӗвӗ хӑй ӑҫта пулӗччӗ?
Ӳт-пӳ вара пӗр пайран мар, нумай пайсенчен тӑрать.
Анчах та Турӑ ӳт-пӳ пайӗсене Хӑйне кирлӗ пек пӗр ӳт-пӗве чӑмӑртаса вырнаҫтарнӑ.
Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре.