Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.
Ӳт кастарнин паллине те вӑл ӗненӳ урлӑ илнӗ тӳрӗлӗх палли пек илнӗ. Вӑл ӳт кастарман чухнех Турра ӗненнӗ. Ҫапла вара Авраам, ытти халӑхсем те тӳрре тухма пултарччӑр тесе, ӳт кастарман мӗн пур ӗненекенсен ашшӗ пулса тӑнӑ.
Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.
Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.
ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.
Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.