Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 12:12 - Синодальный НЗ

12 Пӗр ӳт-пӗвех нумай пайсенчен тӑрать, нумай пулин те, пурте пӗрле пӗр ӳт-пӳ тӑваҫҫӗ. Христос та ҫавнашкалах.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 12:12
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫӑкӑрӗ пӗрре, ҫав ҫӑкӑра валеҫсе ҫинӗрен эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр.


Капла вара ӳт-пӳ пайӗсем нумай, ӳт-пӗвӗ – пӗрре.


Эсир вара – Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑмшарӑн – ӳт-пӳ пайӗсем.


Сывлӑш кашни ҫыннах пӗрлехи ырлӑхшӑн тӑрӑшмашкӑн пултарулӑх панӑ.


Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос.


Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать.


Ҫав ҫынсене ӗненекенсен сӑваплӑхне ӳстермешкӗн, Турӑшӑн ӗҫлемешкӗн, Христос Ӳт-пӗвне – Чиркӗве – тӗреклетмешкӗн уйӑрса лартнӑ.


Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр.


Мӗншӗн тесен Христос – Чиркӗвӗн Пуҫӗ те, Вӑлах – ӗненекенсене Ҫӑлаканӗ те пулнӑ пекех, упӑшки те арӑмӗн пуҫӗ пулса тӑрать.


Эпир вара – Унӑн ӳчӗпе шӑм-шакӗнчен пулнӑ Унӑн Ӳт-пӗвӗн пайӗсем.


Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ.


Халӗ эпӗ сирӗншӗн асап курнӑран савӑнатӑп кӑна. Христос Чиркӳшӗн – Хӑйӗн Ӳт-пӗвӗшӗн – асап курнӑ. Асап виҫине тултарас тесе, эпӗ Христос асапӗ ҫумне хамӑн ӳт-пӗвӗм асапне хушатӑп.


Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать.


Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ