11 Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.
Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ.
Хамӑн пурлӑхӑмпа хамӑн хуҫаланма ирӗк ҫук-им манӑн? Е эпӗ ырӑ пулнӑран эсӗ кӗвӗҫ куҫлӑ?“
«Ҫӳлти Турӑ ӑнӑҫу памасӑр ҫын нимӗн те ӑнӑҫтарма пултараймасть, – тенӗ вӗсене Иоанн.
Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать».
Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.
Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр.
Ҫапла вара Турӑ Хӑй кама каҫарас тет, ҫавна каҫарать; камӑн кӑмӑлне хытарас тет, ҫавӑн кӑмӑлне хытарать.
Анчах та Турӑ ӳт-пӳ пайӗсене Хӑйне кирлӗ пек пӗр ӳт-пӗве чӑмӑртаса вырнаҫтарнӑ.
Ҫынсене тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ, анчах та Сывлӑш – пӗрре.
Ҫынсен ӗҫӗсем те тӗрлӗрен, анчах пурин ӑшӗнче те пурне те туса тӑракан Турӑ – пӗрре.
Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
Ку тӗлӗшӗнчен манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет, анчах та кашниех Турӑран тӗрлӗ пултарулӑх илет: пӗри – апла, тепри – капла.
Эпир виҫесӗр мухтанмастпӑр. Мухтанмалли ӗҫӗмӗрӗн анине пире Турӑ чикӗлесе панӑ. Эсир те ҫав ана ҫинчех.
Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ.
Пире кашнинех Христос ырӑлӑх виҫсе панӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.
Хӑй пултарнисем хушшинче малтанхи аван ҫимӗҫсем пек пулччӑр тесе, Турӑ пире чӑнлӑх сӑмахӗпе Хӑйӗн ачисем тума шутланӑ.