Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 12:10 - Синодальный НЗ

10 Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 12:10
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗненекенсем ҫак хӑватсене тума пултарӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ; хӑйсем халиччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫӗҫ;


Вара вӗренекенӗсем кайнӑ та пур ҫӗрте те ӳкӗтлесе вӗрентнӗ; Хуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахӗсене ҫирӗплетнӗ. Аминь.


Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ҫын Эпӗ тӑвакан ӗҫех тӑвӗ, унтан та ытларах тума пултарӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Аттем патне каятӑп.


Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.


Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».


Ҫав кунсенче Антиохине Иерусалимран пророксем пынӑ.


Вара вӗсенчен пӗри, Агав ятли, тӑнӑ та, Святой Сывлӑш пӗлтернипе, пӗтӗм тӗнчипех питӗ йывӑр выҫлӑх пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑ. Кайран, Клавдий император вӑхӑтӗнче, ҫав выҫлӑх чӑнах та пулнӑ.


Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ.


Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?


Турӑ ырӑлӑхӗпе килӗшӳллӗн пире кашнинех тӗрлӗрен пултарулӑх панӑ. Ҫавӑнпа та кама пророк пултарулӑхӗ панӑ, ҫав унпа хӑй ӗненнӗ таран усӑ куртӑр.


Ҫакӑ вӑл тӗрлӗрен паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсен хӑвачӗпе, Турӑ Сывлӑшӗн хӑвачӗпе пулса пырать. Ҫапла майпа эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне Иерусалимпа унӑн таврашӗнчен пуҫласа Иллирик таран сарма пултартӑм.


Пуҫне тӑхӑнса кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле арҫын та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать.


Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ.


Ҫавӑнпа та пӗлмен чӗлхепе калаҫакан ҫын ӑнлантарса пама пултарулӑх илесчӗ тесе кӗлтутӑр.


Ҫапла вара, тӑвансемӗр, пророкла калаҫасчӗ тесе тӑрӑшӑр, тӗрлӗрен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма та ан чарӑр.


Сире Турӑ мӗншӗн Сывлӑш парать, хӑватсем кӑтартать? Саккуна тытса пынӑран е Унӑн Хыпарне ӗненнӗрен?


Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр.


Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне ҫирӗплетмешкӗн Турӑ Хӑй те паллӑсемпе хӑватсем, тӗрлӗ тӗлӗнмелле ӗҫсем кӑтартнӑ, Святой Сывлӑшӑн парнисене илмешкӗн те Унран ирӗк пулнӑ.


Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ.


Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ