7 Арҫыннӑн кӗлӗре ҫара пуҫӑн пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Турӑ сӑнарӗпе мухтавӗ. Хӗрарӑм вара – упӑшкин мухтавӗ.
Тата сире ҫакна пӗлтерессӗм килет: кирек епле арҫыншӑн та Христос пуҫ пулса тӑрать, упӑшки те арӑмӗшӗн – пуҫ, Турӑ та Христосшӑн – пуҫ.
Хӗрарӑм ҫӳҫ-пуҫне витмест пулсан, эппин ҫӳҫне кастартӑр. Ҫӳҫ кастарма е хыртарма вӑтанать пулсан, эппин ҫӳҫ-пуҫне хуплатӑр.
Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем.
Чӗлхепех эпир Атте Турра мухтатпӑр, ҫав чӗлхепех эпир ҫынсене ылханатпӑр. Ҫынна вара Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ вӗт-ха.