4 Пуҫне тӑхӑнса кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле арҫын та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать.
Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.
Ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен тухни ҫинчен ҫут ҫанталӑк хӑех калать.
Ҫӳҫ-пуҫне витмесӗр кӗлтӑвакан е пророкла сӑмах калакан кирек епле хӗрарӑм та хӑйӗн пуҫне намӑс кӑтартать. Вӑл ҫапла туни ҫӳҫне хыртарса янипе пӗрех.
Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ.
Ӗненекен ушкӑнра Турӑ хӑшне апостол тунӑ, хӑшне – пророк, тата тепӗрне – вӗрентекен. Турӑ хӑшне хӑват кӑтартма вӑй панӑ, хӑшне сыватас пултарулӑх панӑ. Ҫавнашкалах хӑшне пулӑшас пултарулӑх, хӑшне ертсе пырас пултарулӑх, тата теприсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫас пултарулӑх панӑ.
Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.
Пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр.