34 Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
Ҫавӑнпа та, тӑванӑмсем, аслӑ каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр.
Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр.
Эпӗ сирӗн патӑра пырсан тин пуҫтармалла ан пултӑр тесен, сирӗнтен кашниех эрнен малтанхи кунӗнче хӑй пултарнӑ таран уйӑрса хурса упратӑр.
Македони тӑрӑхӗсенче ҫӳресе ҫавӑрӑнсассӑн вара сирӗн патӑра ҫитӗп, мӗншӗн тесен эпӗ Македони урлӑ пыма шухӑшлатӑп.
Ҫав сӑлтавпах эпӗ сирӗн патӑра Тимофея ятӑм. Вӑл – ӗненӳри савнӑ ывӑлӑм, Хуҫа Турӑ умӗнче шанчӑклӑскер. Эпӗ Христос ҫулӗпе епле ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те, пур чиркӳсенче те ҫапла вӗрентетӗп. Ун ҫинчен Тимофей сире аса илтерӗ.
Анчах та, Турӑ пулӑшсассӑн, эпӗ часах сирӗн патӑра ҫитсе курӑп-ха. Ун чухне вара мӑнаҫлисен хитре сӑмахне мар, ӗненӳ хӑватне тӗплӗнрех пӗлӗп.
Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.
Пӗтермен ӗҫсене туса пӗтертӗр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттӑр тесе сана эпӗ Критра хӑвартӑм. Эпӗ сана ҫапла хушнӑччӗ: