32 Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла.
Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.
Турӑ панине пӗр ҫын ҫылӑхӗпе танлаштарма ҫук. Пӗрин ҫылӑхӗ суд тата айӑплав патне илсе пырать, Турӑ ырӑлӑх пани вара нумай ҫылӑхран хӑтарать.
Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и?
Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.
Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ.
Эпир хамӑра хамӑр хаклама пултарсан Турӑ пире айӑпламӗччӗ.
Ҫавӑнпа та, тӑванӑмсем, аслӑ каҫхи апата пуҫтарӑннӑ чухне пӗр-пӗрне кӗтӗр.
Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн.