3 Тата сире ҫакна пӗлтерессӗм килет: кирек епле арҫыншӑн та Христос пуҫ пулса тӑрать, упӑшки те арӑмӗшӗн – пуҫ, Турӑ та Христосшӑн – пуҫ.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
„Сирӗн патӑртан кайӑп та каллех килӗп“ тесе каларӑм ӗнтӗ сире. Эсир ӑна илтрӗр. Эсир Мана юрататӑр пулсан, Эпӗ „Аттем патне каятӑп“ тенӗшӗн сирӗн савӑнмалла. Мӗншӗн тесен Аттем Манран хӑватлӑрах.
Эсир – Христосӑн, Христос вара – Туррӑн.
Пирӗн вара чӑнлӑха пӗлтерсе, юратса чун-чӗрепе Ун патнелле ӳссе ҫӗкленмелле; Христос вӑл – Пуҫ.
Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ.
Унпа пӗрлӗхлӗ пулнӑран кӑна эсир те пурӑнӑҫ туллилӗхне илтӗр. Вӑл – ҫӳлти пуҫлӑхсемпе влаҫсен пуҫӗ.
Вӗсем пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ. Пуҫ йӗркелесе пынипе вара, шӑмӑ сыпписемпе тата шӑнӑрсемпе пӗтӗҫсе, пӗтӗм ӳт-пӳ Турӑ палӑртнӑ пек аталанать.
Эй, арӑмсем! Упӑшкӑрсене пӑхӑнӑр, ҫакӑ сирӗн Хуҫа Турӑ умӗнчи тивӗҫӗр.
Эй, арӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах упӑшкӑрсене итлӗр. Вара, арӑмӗсем хӑйсене епле тыткаланине, Турӑран хӑраса тата таса пурӑннине курса, Ырӑ Хыпара йышӑнман хӑшӗ-пӗрин упӑшкисем пӗр сӑмахсӑрах ӗненме пуҫлӗҫ.