27 Ҫапла вара, Хуҫамӑрӑн ҫӑкӑрне тивӗҫсӗр ҫиекен, Хуҫамӑрӑн куркине тивӗҫсӗр ӗҫекен ҫын Хуҫамӑрӑн Ӳчӗпе Юнне хирӗҫ ҫылӑх тӑвать.
Патша, хӑнисене курма кӗрсен, унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна асӑрханӑ.
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
Хуҫа Турӑ куркинчен ӗҫнӗ хушӑрах эсир усал сывлӑш куркинчен те ӗҫеймӗр. Хуҫа Турӑ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах усал сывлӑш сӗтелӗ хушшинче хӑналанаймӑр.
Кам тивӗҫсӗр ӗҫсе ҫиет, ҫав хӑйне айӑплав илмешкӗн ӗҫсе ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Хуҫамӑрӑн Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламасть.
Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ!