Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 11:20 - Синодальный НЗ

20 Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 11:20
10 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ.


Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ.


Ӗнтӗ, сире вӗрентсе, хам ырламанни ҫинчен калам. Сирӗн пухӑвӑрсем сире уссинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӗненекенсем палӑрмашкӑн сирӗн хушшӑрта тӗрлӗ шухӑшлӑх пулмаллах.


Мӗншӗн тесен кашниех харпӑр хӑй апатне часрах ҫисе ярасшӑн. Ҫапла вара пӗри выҫах юлать, тепри тутӑ та хӗрӗнкӗ.


Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.


Йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вӗсене тавӑру пулӗ. Вӗсем кун ҫутинчех ӗҫсе-асса пурӑннине киленӗҫ теҫҫӗ. Вӗсем, намӑса пӗлменскерсем, ыттисене те ирсӗрлетеҫҫӗ; вӗсем, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе, хӑйсен ултавлӑ киленӗҫӗшӗн савӑнса лараҫҫӗ.


Сирӗн юратулӑх сӑйӗ вӑхӑтӗнче вӗсем ыттисене ҫылӑха кӗртеҫҫӗ. Вӗсем сирӗнпе пӗрле чухнех намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем – ҫил хӑвалакан пуш пӗлӗтсем пек. Вӗсем – ҫимӗҫ кӳмен, кӑкланнӑ кӗрхи йывӑҫсем пек, ҫав йывӑҫсене икӗ хут хӑрнӑ теме пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ