17 Ӗнтӗ, сире вӗрентсе, хам ырламанни ҫинчен калам. Сирӗн пухӑвӑрсем сире уссинчен ытларах сиен кӳреҫҫӗ.
Ырӑ ӗҫ тӑвакан влаҫсенчен хӑрамасть, усал ӗҫ тӑвакан хӑрать. Влаҫсенчен хӑрамасӑр пурӑнас килет-и? Ырӑ ту, вара вӗсем сана мухтӗҫ.
Эй, тӑвансем! Эпӗ мӗн каланине йӑлтах асра тытнӑшӑн, эпӗ вӗрентсе хӑварнӑ Хуҫа Турӑ йӑли-йӗркипе пурӑннӑшӑн сире ырлатӑп.
Тата ҫакна каламалла: эсир пӗрле пуҫтарӑнатӑр пулин те, ҫакна Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апатне туни теме ҫук.
Сирӗн килӗрсем ҫук-им? Килте ӗҫсе-ҫиейместӗр-им? Е Туррӑн чиркӗвне ним вырӑнне те хумастӑр-и? Ҫук ҫынсене хур тӑвас тетӗр-и? Мӗнех калам? Сире ҫакӑншӑн ырлам-и? Ырламӑп.
Турӑ сирӗн пухӑва ан айӑплатӑр тесен ҫиес текен килте ҫитӗр. Ыттине хам пырсан йӗркене кӗртӗп.
Пӗтӗм чиркӳ пӗрле пуҫтарӑнса пӗлмен чӗлхесемпе калаҫнӑ чухне унта ахаль ҫынсем е ӗненменнисем пырса кӗрес пулсан мӗн калӗҫ? «Кусем ӑсран тайӑлнӑ», – темӗҫ-и?
Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр.
Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.
вӑл лартнӑ пуҫлӑхсене – усал тӑвакансене айӑпласа, ырӑ тӑвакансене хисепе кӑларнишӗн.