Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 11:16 - Синодальный НЗ

16 Хампа тавлашас текене вара ҫакна кӑна калатӑп: пирӗн патӑрта та, Туррӑн ытти чиркӗвӗсенче те унашкал йӑла ҫук.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 11:16
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Сан пирки вара вӗсем тӗрлӗ сӑмах илтсе пӗтнӗ. Эсӗ ытти халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене авалхи йӑласене тытса пыма та, ачисен ӳчӗсене кастарма та чарасшӑн имӗш. Ҫапла майпа эсӗ Моисей саккунне пӑрахма вӗрентетӗн тесе калаҫкалаҫҫӗ.


Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ.


Хӗрарӑмшӑн вара ҫӳҫ ӳстерни – хисеп, ҫут ҫанталӑк хӗрарӑма виткӗч вырӑнне вӑрӑм ҫӳҫ панӑ.


Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр.


Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.


Эпӗ мӗн пур ӗненекен ушкӑнсене ҫапла хушатӑп: кашнин Турӑ палӑртнӑ пек, хӑйне Хуҫамӑр мӗнле халлӗн чӗнсе илнӗ, ҫавнашкалах пурӑнмалла.


Эпӗ апостол мар-им? Ирӗклӗ мар-им? Иисус Христоса, хамӑр Хуҫамӑра, хам куҫпа хам курман-им? Сире Христоспа пӗрлӗхлӗ тӑваканни эпӗ мар-им?


Е Варнавӑпа иксӗмӗрӗн кӑна хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнмалла-и?


Иудейӑра Христос Иисуса ӗненекенсене иудейсемех хӗсӗрленӗ. Вӗсем евӗрлех сирӗн те, Турра ӗненекенсен, хӑвӑр халӑх ҫыннисемех хӗсӗрленине тӳсме тивнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ