11 Тепӗр тесен, Хуҫамӑр вӗрентнӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗсӗр, арӑмӗ упӑшкисӗр ним тӗшне те тӑмасть.
Ҫавӑнпа та хӗрарӑмӑн хӑйӗн пуҫне пӑхӑну паллипе витмелле. Тата унӑн ҫакна ангелсене кӑтартмашкӑн тумалла.
Мӗншӗн тесен малтанхи хӗрарӑма арҫынтан тунӑ пекех, арҫын та хӗрарӑмран ҫуралать. Пурне те вара Турӑ пултарнӑ.
Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр.