10 Ҫавӑнпа та хӗрарӑмӑн хӑйӗн пуҫне пӑхӑну паллипе витмелле. Тата унӑн ҫакна ангелсене кӑтартмашкӑн тумалла.
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Тепӗр тесен, Хуҫамӑр вӗрентнӗ тӑрӑх, упӑшки арӑмӗсӗр, арӑмӗ упӑшкисӗр ним тӗшне те тӑмасть.
Арҫынна хӗрарӑмшӑн туман, хӗрарӑма арҫыншӑн тунӑ.
Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?