1 Эпӗ Христосран тӗслӗх илнӗ пек, эсир те манран тӗслӗх илӗр.
Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.
Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
Эй, тӑвансем! Ман евӗр пулӑр. Кам пирӗн евӗр пурӑнать, ҫавсенчен эсир те тӗслӗх илӗр.
Ӗненӳшӗн хӗн-хур тӳсме лексен те, эсир пирӗн сӑмаха Святой Сывлӑш паракан савӑнӑҫпа йышӑнтӑр. Ҫапла майпа эсир те пирӗн евӗрлӗ, Хуҫамӑр евӗрлӗ пулса тӑтӑр.
Паллах, ӗненекенсен шучӗпе пурӑнма пирӗн ирӗк пур, анчах та, сирӗншӗн тӗслӗх пулас тесе, эпир хамӑра хамӑр тӑрантарса пурӑнтӑмӑр.
Сирӗнтен пӗри те ан наянлантӑр, хӑйсен ӗненӗвӗпе тӳсӗмлӗхне пула шантарнӑ еткере илме тивӗҫлисем пек пултӑр тетпӗр.