Эпӗ сирӗн патӑра хӑйсене ӗненекен тӑванӑрсем пек кӑтартакан, анчах та аскӑн, ҫӑткӑн, кӗлеткесене пуҫҫапакан, сӑмахпа хӑртакан, ӗҫкӗҫ, хапсӑнчӑк ҫынсемпе хутшӑнса ан пурӑнӑр, пӗрле ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырнӑччӗ.
Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те,
Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ.