Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 10:6 - Синодальный НЗ

6 Эпир те мӑн асаттесем пекех усаллине сӑхланасран Турӑ пире ҫакнашкал тӗслӗхсемпе асӑрхаттарнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 10:6
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вилӗм вара Адамран пуҫласа Моисейчченех хуҫаланнӑ. Адам пек ҫылӑха кӗменнисене те вилӗм шеллемен. Адам – пуласлӑхра Килессин сӑнарӗ.


Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ.


Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ.


Христос этем аллипе тунӑ ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑна кӗмен, ку вырӑн – тӳперин ӗлки кӑна. Пирӗншӗн Турӑ умне тӑмашкӑн Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ.


Ҫакӑ вӑл – пулассин сӑнарӗ: халӗ эпир, ҫӑлӑнас тесе, шыва кӗретпӗр. Шыва кӗни вара ӳт-пӗве ҫуса тасатни мар, таса чунпа пурӑнмашкӑн Турра сӑмах пани. Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине пула, шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать.


Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ.


Тата эпӗ сире Содомпа Гоморра хулисем ҫинчен, ҫак хуласем пекех ҫут ҫанталӑка хирӗҫлесе асса пурӑнакан таврари ытти хуласем ҫинчен асилтерес тетӗп. Вӗсенчен тӗслӗх илекен ан пултӑр тесе Турӑ вӗсем ҫине сӳнми вут асапне янӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ