31 Ҫапла вара, ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и – пӗтӗмпех Турӑ мухтавӗшӗн тӑвӑр.
Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.
Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те, чун-чӗм тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пуласчӗ тесе, качча кайманни Хуҫамӑршӑн, Хуҫа Турра юрасшӑн тӑрӑшать. Качча кайни вара пурӑнӑҫшӑн, упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать.
Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.
Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр.
Кама вӗрентме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ сӑмахӗпе калаҫтӑр. Кама Турӑ ячӗшӗн ӗҫлеме пӳрнӗ, ҫавӑ Турӑ хӑвачӗпе ӗҫлетӗр. Ҫаксене йӑлтах Иисус Христос урлӑ Турра мухтава кӑларасчӗ тесе тӑвӑр. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ, хӑватлӑ. Аминь.