24 Никам та хӑйшӗн кӑна ан тӑрӑштӑр, ҫынна усӑ тӑвасчӗ тесе тимлетӗр.
Манашкал пулӑр. Эпӗ пур тӗлӗшӗнчен те пурне те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнччӑр тесе, хамшӑн мар, ытти ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшатӑп.
сӗмсӗрленмест, хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, тарӑхмасть, усаллине асра тытмасть;
Ӗнтӗ эпӗ сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пымашкӑн хатӗр. Эпӗ сире йывӑрлӑх кӳмӗп, мана сирӗнтен янтти кирлӗ мар, эсир хӑвӑр кирлӗ. Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли тупра пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла.
Ыттисем пурте Иисус Христоса юрӑхлишӗн мар, хӑйсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.