23 Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте усӑллӑ мар. Манӑн тем тума та ирӗк пур, анчах пурте ырӑлӑхлӑ мар.
Тӑвану уякан апата ҫисе ӑна кӳрентеретӗн пулсан, эппин юратуллӑ пурӑнмастӑн. Христос уншӑн та вилнӗ, эппин апата пула тӑванна вилӗмлӗ ан ту.
Эсир те, Турӑ Сывлӑшӗн парнисене илме ӑнтӑлса, чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн вӗсене ытлӑн-ҫитлӗн илме тӑрӑшӑр.
Ҫапла вара, эсӗ Турра тем тери мухтаса кӗлтусан та, ҫакӑ ыттисене усса пымасть.
Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр.
Мана тем тума та юрать, анчах пурте усса каймасть. Ҫапла, мана тем тума та юрать, анчах манпа нимӗн те ан хуҫалантӑр.
Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать.
Ҫапах та эсир чӳк ҫимӗҫне тиркеменни халсӑр чунлисемшӗн такӑнса ӳкмелли чул пуласран асӑрханӑр.
Эпир сирӗн умӑрта тӳрре тухма тӑрӑшатпӑр тесе шутламастӑр-и тата? Эпир, Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, мӗн каланине Турӑ умӗнче калатпӑр. Эй, савнӑ ҫыннӑмсем! Ҫакна эпир йӑлтах сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе тӑватпӑр.
Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр.
Ҫапла вара, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле ӳкӗтлесе, ӑс парса пурӑнатӑр, малашне те ҫаплах пулӑр.
Эсӗ вӗсене халап хыҫҫӑн кайма, йӑх-несӗл тымарӗсене тӗпчесе вӗҫсӗр-хӗрсӗр аппаланма чар. Унашкал аппаланни тавлаштарса ярать кӑна, Турӑ хушнӑ пек ӗненме чӑрмантарать кӑна.