21 Хуҫа Турӑ куркинчен ӗҫнӗ хушӑрах эсир усал сывлӑш куркинчен те ӗҫеймӗр. Хуҫа Турӑ сӗтелӗ хушшинче ларнӑ вӑхӑтрах усал сывлӑш сӗтелӗ хушшинче хӑналанаймӑр.
Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара?
Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и?