18 Израиль йӑхӗнчисене пӑхӑр-ха. Парне вырӑнӗ ҫинчи ҫимӗҫе ҫисе вӗсем парне кӳрес ӗҫе хутшӑнмаҫҫӗ-и?
Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.
Хамӑр мӑн асаттемӗр Авраам ҫинчен мӗн калама пулать? Хӑй тӑрӑшнипе вӑл мӗнле тивӗҫлӗ ӗҫ тунӑ-ха?
Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.
Кӗлӗ ҫуртӗнче ӗҫлекенсем кӗлӗ ҫурчӗн шучӗпе пурӑннине пӗлместӗр-им? Парне вырӑнӗ умӗнче ӗҫлесе тӑракансен вара парнелӗхе кӳнин пӗр пайне илме ирӗк пуррине пӗлместӗр-им эсир?
Ҫак йӗркепе пурӑнакансене, Турӑ суйланӑ Израиль ӗненекенӗсене канӑҫлӑхпа ырӑлӑх пултӑр!
Пирӗн хамӑрӑн парне вырӑнӗ пур, ун ҫинчи Турра кӳнӗ ҫимӗҫе кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑракансен те ҫиме юрамасть.