Вӑрттӑнлӑхӗ вара ҫакӑ: Ырӑ Хыпар пӗлтернипе ытти халӑхсем те иудейсемпе пӗрлех еткер илме тивӗҫлӗ, вӗсем те пӗр ӳт-пӳ пайӗсемех, вӗсем те Турӑ Иисус Христос урлӑ пама шантарнине илес ҫынсемех.
Пӗтӗм Ӳт-пӗвӗн – Чиркӗвӗн – тӗрлӗ пайӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм Ӳт-пӳ пӗрлӗхлӗ, Ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ кирлӗ пек ӗҫлет. Пуҫа пула вара пӗтӗм Ӳт-пӳ юратулӑхра ӳссе, хӑйне хӑй аталанса пырать.
ҫавӑнпа грек та, иудей та, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук. Христос кӑна пур; Вӑл – пӗтӗмпех, Вӑл – пуринче те.