Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 10:13 - Синодальный НЗ

13 Эсир куракан тӗрӗслев этем тӳсмелӗх кӑна. Турра шанӑр. Вӑл сирӗн пуҫӑр ҫине чӑтма пултарнинчен ытла тӗрӗслев яма хушмӗ. Тӗрӗсленӗ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 10:13
48 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире. Патшалӑх та, хӑват та, аслӑлӑх та ӗмӗрех Санӑн. Аминь“.


пирӗн ҫылӑхсене каҫар: эпир те хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫаратпӑр; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире“, – тейӗр».


Унтан та ытларах, ку енчен леш енне каҫма та, леш енчен ку енне каҫма та май ҫук, мӗншӗн тесен сирӗнпе пирӗн хушшӑмӑрта тӗпсӗр шырлан“.


«Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.


Ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тыткаласа хӑтӑлма каларӗ. Ҫапла майпа пурте тип ҫӗр ҫине тухса ҫӑлӑнчӗҫ.


Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.


Турӑ ун чухне пире, вилес патнех ҫитнӗскерсене, хӑтарчӗ; халӗ те хӑтарать. Эсир пирӗншӗн кӗлтусах тӑрсан, Турӑ пире малашне те хӑтарасса шанатпӑр. Вара, нумайӑшӗн кӗллине илтсе, пире хӗрхеннӗшӗн нумай-нумай ҫын Турра тав тӑвӗ.


Ҫакна хӑвӑра Чӗнекен тӑвӗ, Вӑл Хӑйӗн сӑмахне тытать.


Анчах та Хуҫамӑр шанчӑклӑ. Вӑл сире ҫирӗплӗх парса усалтан упраса хӑваратех.


Хуҫа Турӑ мана усал-тӗселтен хӑтартӑр, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне тӗрӗс-тӗкел илсе кӗтӗр. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр мухтав пултӑр! Аминь.


Хамӑр ӗненекен шанчӑка иккӗленмесӗр чунтан парӑнар, мӗншӗн тесен Шантараканӗ Хӑйӗн сӑмахне яланах тытать.


Ӗненӗвне пула, ача туман Саррӑн, ватӑлнӑ пулин те, ҫие юлнӑ, ача ҫуралнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Шантараканӗ сӑмахне тытасси пирки иккӗленмен.


Эсир, ҫылӑхпа кӗрешсе, юн тӑкман-ха.


Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ.


Эппин, Турӑ ирӗкӗпе асап тӳсекенсем чунӗсене Хӑй сӑмахне тытакан Пултаракана шанса паччӑр, малашне те ырӑ тусах пурӑнччӑр.


Эппин, тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине те, йӗркесӗррисене суд кунӗнче айӑплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуҫамӑр пӗлет.


Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнатпӑр пулсан – эппин шанчӑклӑ та тӳрӗлӗхлӗ Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарса, пире тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑхран тасатать.


Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.


Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.


Ҫӗр ҫинчи ҫынсене илӗртсе улталамашкӑн пӗтӗм тӗнчене йывӑр тӗрӗслев пулӗ. Эпӗ сана чӑтӑмлӑ пулма хушнине эсӗ упраса хӑвартӑн, ҫавӑнпа йывӑр тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Эпӗ те сана упраса хӑварӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ