12 Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр.
Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».
Юрӗ. Вӗсене ӗненмен пирки хуҫнӑ, эсӗ вара вӗсен вырӑнӗнче ӗненӗве пула тытӑнса тӑратӑн. Ҫавӑнпа пуҫна ан каҫӑрт, хӑра.
Кам мӗне те пулин пӗлсе ҫитрӗм тет, ҫавӑ кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.
Эй, тӑвансем! Философиленсе, улталаса пустуй япаласем ҫинчен вӗрентекенсенчен асӑрханӑр. Вӗсем Христос хыҫҫӑн мар, этем юмах-халапӗсемпе шухӑш варкӑшӗсем хыҫҫӑн каяҫҫӗ.
Ҫапла вара, савнӑ тӑвансем, ҫаксем ҫинчен сире малтанах систернӗ. Эппин, йӗркесӗр ҫынсен суйи хыҫҫӑн каясран, хӑвӑра вӗрентнинчен пӑрӑнасран асӑрханӑр.