11 Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ.
Ҫум курӑкне акакан тӑшман – шуйттана, вырма вӑхӑчӗ – тӗнче пӗтмӗшне, выраканӗсем ангелсене пӗлтереҫҫӗ.
Ҫапла вара шуйттана парӑннӑ ҫынсене тӗнче пӗтмӗшӗнче ҫум курӑкӗ пекех суйласа пухса ҫунакан вута пӑрахӗҫ.
Эсир те ҫапла пурӑнӑр. Эпир халӗ мӗнле вӑхӑтра пурӑннине пӗлетӗр. Пирӗн ыйхӑран вӑранас вӑхӑт ҫитрӗ. Халӗ пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ хамӑр ӗненме пуҫланӑ чухнехинчен ҫывӑхрах.
Каҫ иртрӗ, кун ҫывхарса килет. Ҫавӑнпа та тӗттӗмлӗх ӗҫӗсене сирсе ывӑтар та ҫутӑлӑх хӗҫӗсем тытар.
Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.
Тепӗр тесен, Ҫырнинче „тӳрӗлӗх шутне кӗртнӗ“ тени пӗр Авраам пирки кӑна мар,
Эпир те мӑн асаттесем пекех усаллине сӑхланасран Турӑ пире ҫакнашкал тӗслӗхсемпе асӑрхаттарнӑ.
Эй, тӑвансем! Эпӗ сире ҫапла калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пурӑнччӑр.
Е ҫак сӑмахсене пирӗншӗн кулянса каланӑ? Паллах, ҫакна йӑлтах пирӗншӗн каланӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пайне илессе шанса суха тӑваканӑн сухаламалла, кӗлте ҫапаканӑн ҫапмалла.
Ҫакна ытарлӑ каланӑ: икӗ хӗрарӑм икӗ халала пӗлтерет. Пӗри – Синай тӑвӗ ҫинче панӑ йӗрке – Агаре пӗлтерет, унӑн ачисем те чура пулса ҫуралаҫҫӗ.
Сирӗн йӑвашлӑхӑра пур ҫын та пӗлтӗр. Хуҫамӑр килесси ҫывӑх ӗнтӗ.
Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер.
Мӗншӗн тесен «кӗтмелли нумаях та юлмарӗ, Килмелли часах килӗ, вӑрах кӗттермӗ.
Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.