Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:5 - Синодальный НЗ

5 Унпа пӗрлӗхлӗ пулса эсир мӗн пур пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пуйрӑр: тем тӗрлӗ сӑмах, тем тӗрлӗ пӗлӳ ытлӑн-ҫитлӗн илтӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:5
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.


Вӗсем ӳкни те тӗнчешӗн ырӑ пулсан, вӗсем ҫухатни те урӑх халӑхсене Турӑллӑ тӑвать пулсан, иудейсем Турӑ патне тавӑрӑнни мӗнле тулли ырӑлӑх пулӗччӗ!


Эй, тӑванӑмсем! Эсир ырӑ та тулли кӑмӑллӑ, нумай пӗлӳллӗ пулнине, пӗр-пӗрне вӗрентме пултарнине шанса тӑратӑп.


Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.


Хӑшне хӑват кӑтартма, хӑшне пророкла калаҫма, хӑшне ырӑ тата усал сывлӑшсене уйӑрма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарма пултарулӑх панӑ.


Пӗрне Сывлӑш урлӑ ӑслӑлӑх сӑмахне панӑ, тепӗрне ҫав Сывлӑшах пӗлӳлӗх сӑмахне панӑ.


Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп.


Пророкла каланисем вӗҫленӗҫ, чӗлхесем ҫухалӗҫ, пӗлӳ пӑрахӑҫа тухӗ – юратулӑх нихӑҫан та пӗтмӗ.


Ҫапла вара, тӑвансем, мӗн тумалла-ха? Акӑ эсир чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнатӑр. Пӗри псалом ӑсти, тепри ӳкӗт ӑсти, тата тепри тӗрлӗ чӗлхе ӑсти. Хӑшӗн Турӑ вӑрттӑнлӑхне уҫма, теприн ӑнлантарса пама пултарулӑх пур. Пурте вӗсем чиркӗве ҫирӗплетмешкӗн усӑллӑ пулччӑр.


Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха.


Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.


Пире кӳрентереҫҫӗ, анчах та эпир яланах савӑнӑҫлӑ. Пире чухӑн теҫҫӗ, анчах та эпир нумайӑшне пӗтми мул паратпӑр. Пирӗн, ҫук ҫынсен, пурте пур.


Ӗненни, ӑста калаҫни, пӗлни, пур енчен те тӑрӑшуллӑ пулни, пире юратни – ҫаксем пурте сирӗн туллиех. Эппин ҫак ырӑ ӗҫре те ҫавнашкалах вашават пулӑр.


Яланах хӗрхенмесӗр пулӑшмашкӑн Турӑ сире пур тӗлӗшӗнчен те пуйтарӗ. Пирӗн урлӑ пулса иртекен ырӑ кӑмӑллӑхшӑн ҫынсем Турра тав тӑвӗҫ.


Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп.


Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ.


Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.


Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр.


Сирӗн юратулӑхӑр пӗлӳллӗрех, тиркевлӗрех пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватӑп.


Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.


ҫӗннине тӑхӑнтӑр. Турра пӗлес тесе эсир ҫӗнелсе, хӑвӑра Пултаракан евӗрлӗ пулса пыратӑр,


Сирӗнтен кам чӑннипех те ӑслӑ-тӑнлӑ, ҫав хӑй ӑсне тӳрӗ пурӑнса, ӑслӑ йӑвашлӑхӗпе ырӑ ӗҫсем туса кӑтартса патӑр.


Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ