Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:4 - Синодальный НЗ

4 Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:4
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эп каланине пурте мар, кама Турӑ ӑнланма тивӗҫ панӑ, ҫавӑ ӑнланӗ, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.


Ман ятӑмпа мӗн те пулин ыйтсан та Эпӗ ҫавна пурнӑҫлӑп».


Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн хута кӗме тепӗр Лӑплантаракана ярӗ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр сирӗнпе пӗрле пулӗ.


Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.


Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.


Турӑ тивлетне хӑй куҫӗпе хӑй ҫитсе курсан вӑл питӗ хӗпӗртенӗ. Вара Варнава пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа Хуҫамӑра пӑхӑнса тӑма ӳкӗтленӗ.


Ун сӑмахне итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем Турра мухтарӗҫ. Унтан Павела ҫапла каларӗҫ: «Иисуса ӗненекенсем хушшинче миҫе пин иудей пулнине куратӑн-и, тӑванӑм? Вӗсем пурте Моисей саккунне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ.


Сирӗн ӗненӗвӗр пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах сирӗншӗн пуриншӗн те Иисус Христос урлӑ Туррӑма тав тӑватӑп.


Тавах Турра! Эсир ӗлӗкрех ҫылӑх чурисем пулнӑ пулин те, халӗ хӑвӑр йышӑннӑ вӗрентӗве пӗтӗм чун-чӗререн парӑнтӑр.


Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.


Иисус Христоса ӗненсе юратсан вара чун-чӗрем Хуҫамӑрӑн Иисус Христосӑн ырӑлӑхӗпе тулчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ